Регионсем шайӗнчи чӑваш таврапӗлӳҫисен форумӗ

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш наци вулавӑшӗнче Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ регионсем шайӗнчи чӑваш таврапӗлӳҫисен форумӗ иртрӗ.
Ӗҫлӗ калаҫӑва хутшӑнма Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем пухӑнчӗҫ.
Форума хутшӑнакансене саламласа Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Сорокин онлайн мелӗпе, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн хисеплӗ ертӳҫи Виталий Станьял уҫӑ ҫыру ҫырса, Чӑваш Республикин наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова, Чӑваш Енӗн общество Палатин пайташӗ тата Чӑваш наци конгресӗн регионсемпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Владимир Тяпкин, Чӑваш наци академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ тата наци библиотекин Чӑваш наци культурипе библиографийӗн пайӗн ертӳҫи Галина Соловьева, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш таврапӗлӳҫисен Пӗрлешӗвӗн уйрӑмӗн председателӗ тата ыттисем те трибуна умне тухса калаҫрӗҫ.Тӗп доклад тӑваканӗ истори наукисен докторӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорӗ тата ЧНАНИ вице-президенчӗ Лев Ефимов пулчӗ. Лев Архипович "Иван Яковлевич Яковлев - чӑваш халӑхне Ҫутта Кӑлараканӗ" темӑна тӗплӗн уҫса пачӗ.
Мероприятие Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева ертсе пыракан "Эткер" фольклор ансамблӗ илемлетрӗ.
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗн таврапӗлӳҫисем те ҫав форума хутшӑнчӗҫ. 10 ҫынран тӑракан делегацие краеведсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Валерий Романов йӗркелесе ертсе кайрӗ. «Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ» ята кӑҫал хӗрлӗчутайсем виҫҫӗн тивӗҫрӗҫ: Валерий Ельцов Кушлавӑш ялӗнчен, Гавриил Коротков Уйпуҫ ялӗнчен тата Петр Столяров Хӗрлӗ Чутай салинчен. Вӗсем виҫҫӗшӗ те Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ. Тивӗҫлӗ канура пулнипе час-часах Шупашкарти архивра хӑйсен ял историйӗсене, ҫемье йӑхӗсене тӗпчеҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗн «Асӑну кӗнекине» кӑларма вӑрҫӑ участникӗсем пирки нумай материал тупса пачӗҫ. Ҫамрӑксене те ҫак таврапӗлӳ ӗҫне хутшӑнма чӗнсе калас килет. «Шырӑр, тупӑр, тӗпчӗр. Сирӗн ӗҫсем те историе ҫырӑнса юлччӑр».
Хӗрлӗ Чутайри краеведсен пӗрлешӗвӗн секретарӗ Елена Чубайкина