Кĕнеке куравĕ «Иван Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» Питĕркассинчи ялти вулавăш библиотекинче

Апрелĕн 25 – мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркеленĕ И.Я. Яковлев çуралнă. Кăçал Иван Яковлевич çуралнăранпа 175 çул çитет. Уява Питĕркассинчи вăтам шкулта та, ялти вулавăшра та тĕплĕн хатĕрленеççĕ.
Паян шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни уçăлчĕ. Вĕренекенсем республика шайĕнче иртекен «Эпӗ чăвашла калаҫатăп», «Халал пирĕн асăмра» тата «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» акцисене хутшăнчĕç. Ачасем тӑван чӗлхепе ирттерекен конкурссемпе акцисене йышлӑ хутшӑнни савӑнтарать. Вĕсем ытларах чăваш чӗлхи, тăван тавралăх, Тăван çĕр шыв ҫинчен сăвăсем вуларĕç.
Ялти вулавăшра «Иван Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» кĕнеке куравне йĕркеленĕ.