Яковлев вулавĕсем Питĕркассинчи ялти вулавăшра

Яковлев вулавĕсем Питĕркассинчи ялти вулавăшра

Чăваш чĕлхипе литература эрни пынă май Питӗркассинчи вӑтам шкулӗнче кěçěн тата 5 класра вĕренекенсемпе Яковлев вулавĕсем ăнăçлă иртрĕç. Ачасем калавсем вуларĕç. Иван Яковлевич хăйĕн калавĕсенче ачасен пурнăçне, вĕсемпе пулса иртнĕ ĕçсене ҫырса кăтартнă. Чылайăшне вăл вĕрентсе каланипе е ваттисен сăмахĕсемпе вĕçленĕ. Пултаруллă ачасем калавсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç, «Яковлев калавĕсене пĕлетĕр – и?» викторинăна хаваспах хутшăнчĕç. Яковлевӑн ача - пӑча валли ҫырнӑ калавсем ачасене хастар, ӗҫчен пулма вӗрентеҫҫӗ.



22 апреля 2023
11:21
Поделиться